Напоминание

Куç туллии илем (Мария Волковăн "Кĕрхи хурăн" тата Вера Скалдинăн "Осенняя берёза" сăввисем тăрăх)


Автор: Васильева Любовь Геннадьевна
Должность: учитель начальных классов
Учебное заведение: МБОУ "Орнарская ООШ"
Населённый пункт: Чувашия Урмарский район
Наименование материала: методическая разработка
Тема: Куç туллии илем (Мария Волковăн "Кĕрхи хурăн" тата Вера Скалдинăн "Осенняя берёза" сăввисем тăрăх)
Раздел: начальное образование





Назад





Урок теми:

Куç туллии илем (Мария Волковăн «Кĕрхи хурăн» тата Вера

Скалдинăн «Осенняя берёза» сăввисем тăрăх).

Урок тĕсĕ
: Шухăшлав – тишкерÿ урокĕ.
Урок тĕллевĕсем:

Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ:
1. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси. 2. Харпăр хăйĕн шухăшне уççăн калама вĕрентесси. 3. Тăван тавралăх илемне курма, туйма хăнăхтарасси
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1. Мария Волковăн «Кĕрхи хурăн» тата Вера Скалдинăн «Осенняя берёза» сăввисенене вуласа тишкересси. 2. Ачасене çут çанталăк пулăмĕсем çинчен тарăннăн шухăшлама вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ:
Хурăн çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен пĕлес туртăмне ÿстересси.
Урокра усă курмалли хатĕрсем:
Вĕренÿ кĕнеки, Мария Волкова портречĕ, Хурăн ÿкерчĕксем, Николай Матвеевăн «Асамлă тавралăх» кĕнеки, ваттисен сăмахĕсем, вырăс çыравçин Вера Скалдинăн «Осенняя береза» Березы, русские березы, Одевшись в золото, стоят, Своей окраской самой яркой Они к себе зовут, манят… Листочки желтые такие, Кажется, тронь их - зазвенят, Ты подойди, задень рукою, Они тихонько зашуршат. Но тишину, сменив порою, Примчится ветер озорной, И, приласкав березы ветки, Засыплет желтою листвой. Но и теперь она прекрасна, Оставшись даже в неглиже, Прикрылась ветками стыдливо, И виден белый ствол уже.
Словарь ĕçĕ
Хурлă – хурлăхлă
Савăк мар –илемлĕ мар Шăпăрланнă – шăп пулнă Тухъя – ĕлĕкхи хĕрсен пуçа тăхăнмалли хатĕр Уçăм – кĕрхи калча
Урок эпиграфĕ:
Ваттисен сăмахĕ.
Урок юхăмĕ:

1.

«Кĕркунне» темăпа калаçса илесси.
Кĕрхи илем… Мĕншĕн ылтăн-ши вăл кĕркунне? Йывăç çулçисем сарă, хĕрлĕ, хăмăр, симĕс, кĕрен… Çулçă тăкăнать… Мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ-ха пирĕн тăрăхра? Мĕнле йывăçсем кĕр илемне кÿреççĕ?
Юман, çăка, вĕрене, хурăн, хурама, йăмра, çĕмĕрт, çирĕк, шĕшкĕ, палан,

пилеш, ăвăс, йĕлме, катăркас, чăрăш, хыр, каврăç, хăва…
Йывăçсем те чĕрĕ: çын пекех сывлаççĕ, ĕçлеççĕ, канаççĕ, пăшăлтатаççĕ, çуралаççĕ, вилеççĕ… Анчах та вĕсем калаçаймаççĕ.
2. Хурăн çинчен калакан юрă çаври итлетересси .
«Хурăн çулçи» чăваш халăх юрри
3. Мария Волкова пултарулăхĕпе паллаштарасси.


Йывăçсем çинчен чăваш çыравçисем нумай сăвă-калав çырнă. Вĕсенчен пĕри – Мария Волкова. Волкова Мария Андреевна 1934 çулхи чÿк 7-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Карак-Çырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăвашран тухнă пĕрремĕш хĕр арăм- сăвăç. Малтанхи сăввисенче Мария Волкова тăван тавралăхăн илемне мухтать. Унăн чылай сăвви тăрăх чăваш композиторĕсем юрă кĕвĕленĕ. Тĕслĕхрен, «Чĕкеç вĕçет», «Шупашкар каçĕсем» тата ыт. те. Мария Волковăн “Ак мĕнле эп пысăккă”, “Сăвăсем”. “Хурлăханăм, ан хурлан”, “Юхăм” тата ытти кĕнекесем пичетленсе тухнă.
4. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

Вĕрентекен.
Урок пуçламăшĕнче эпир çут çанталăкăн хăш тапхăрĕ пирки калаçрăмăр? Ÿкерчĕкре мĕнле йывăçа куратăр? Вăл мĕнлерех ларать?
Ачасен хуравĕ
. Ÿкерчĕкре хурăн куратпăр, унăн çулçисем тăкăнса пĕтнĕ.
Вĕрентекен.
Ачасем, ÿкерчĕке мĕнле ят панă пулăттăр? Мĕншĕн?
Ачасен

хуравĕ
. Кĕрхи хурăн тесе ят пама пулать, мĕншĕн тесен унăн çулçисем тĕрлĕ тĕслĕ тата чылайăшĕ çĕр çине ÿкнĕ. Вĕрентекен. Маттур, ачасем. Паян эпир Мария Волковăн «Кĕрхи хурăн» тата Вера Скалдинăн «Осенняя берёза» сăввисенене вуласа тишкерĕпĕр, çут çанталăк пулăмĕсем çинчен тарăннăн шухăшлама вĕренĕпĕр. Икĕ авторăн хурăна сăнланă йĕркисене палăртăпăр.
5. Сăвăсене вуласа тишкересси.
1. Вĕрентекен вуланине итлесси.
2. Хайлавсене ачасене хăйсем тĕллĕн вулаттарасси. 3. Ыйту-хурав. – Авторсем хурăна еплерех сăнласа панă-ши? Сăвăçсем мĕнле пĕр пек шухăша палăртаççĕ?
Çаврасе

м

Мария Волкова
Вера Скалдина 1. Шăпăрланнă хурăн Çил лăсканăран Березы, русские березы, Одевшись в золото, стоят 2. Урăхла сăн пачĕ Шурă хурăна. Ты подойди, задень рукою, Они тихонько зашуршат 3. Тухйине вăл хывнă Ылтăн тенкине Сапаланă хунă кĕр арки çине. Примчится ветер озорной, И, приласкав березы ветки, Засыплет желтою листвой. 4. Маншăн çара пуçăн Вăл илемлĕрех.- Но и теперь она прекрасна, Оставшись даже в неглиже. - Вуласа тишкернĕ сăвăсем тăрăх кластер туни. Вĕрентекен хурăнпа çыхăннă тĕрлĕ сăмах майлашăвĕсем панă, ачасем содержанипе килĕшÿллĕ сăмах çыхăнăвĕсене суйласа кластера тултармалла. Хурăн-берёза
Синквейн хурăн Паллă ячĕ : шурă, çара пуçăн Глагол: шăпăрланнă, хывнă, çаралнă Предложени: Маншăн хурăн пурпĕрех илемлĕ. Тĕп шухăш: Çут çанталăк илемĕ. 1. Хура кĕр сăнĕ сăвăра мĕнле сăнар урлă курăнать? «Хурăн шăпăрланнă», «кил карти те хурлă», «кĕр каçĕ тарăн курăнать», «хурăн тухйине хывнă», «ылтăн тенкине кĕр арки çине сапаланă хунă» 5. Мĕнле туйăмсем çуратать-ши çак сăвă?
7. Сăввăн тĕп шухăшне уçса паракан ваттисен сăмахĕсене çыртарни.

8. Пĕтĕмлетни.
Кашни чĕрĕ чунах хÿтлĕх кирлĕ. Пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, пурне те тимлĕх уйăрмалла. Кашни çыннăн чунпа та, шухăшпа та ырă, илемлĕ пулмалла.
10. Ачасен пĕлĕвне, шухăшлавне, ĕçне, хастарлăхне палăртасси.

11. Киле ĕç парасси.
1. «Кĕрхи хурăн» сăвва пăхмасăр вĕренмелле; 2. «Кĕрхи хурăн» сăвăра сăнланă хурăна ÿкер; 3. Эссе ««Кĕрхи хурăн» сăвă мĕнле туйăм çуратрĕ?» Усă курнă литература [1] Литература вулавĕ: Ылтăн пучах, 3-мĕш класс вали /Т.В.Артемьева, О.И.Печников.Ш.,2010. [2] Интернет ресурсы Вера Скалдина «Осенняя береза» [3] Шăпăрланнă хурăн Çил лăсканăран. Кил карти те хурлă, Савăк мар урам. Уйăхлă çĕр каçĕ Тарăн курăнать, Урăхла сăн пачĕ Шурă хурăна. Тухйине вăл хывнă, Ылтăн тенкине. Сапаланă хунă Кĕр арки çине. Çил ăна пуçтарĕ Кустарса ирпе, Сиккипе хăй тарĕ Шăхăрса хирпе… Чĕтренет-и уçăм- Хурăншăн пĕрех. Маншăн çара пуçăн Вăл илемлĕрех.


В раздел образования